| 2893 | Тӑхтанипе кайран Тӑхтаман туса парас ҫук. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2892 | Тӑхтас ӗҫӗн тӑхи ҫук. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2911 | Тепӗр чух ӗҫмесӗр те ӗҫ пулмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2915 | Тепӗр чух пилӗк пус та пӗр пуса тӑмасть. | Ялан — Хушӑран |
| 2912 | Тепӗр чух суйни те вырӑнлӑ. | Ялан — Хушӑран |
| 2913 | Тепӗр чух така та хуҫине сӗксе вӗлерет. | Ялан — Хушӑран |
| 2914 | Тепӗр чух тӗттӗм чӑлана та ҫутӑ кӗрет. | Ялан — Хушӑран |
| 2916 | Тепӗр чух чӗлхене те ҫыртма пӗлни кирлӗ. | Ялан — Хушӑран |
| 2917 | Тепӗр чух шӑрпӑкран та пӗрене пулать. | Ялан — Хушӑран |
| 2784 | Тимӗр хӗрнӗ чух тет, ӗҫ вӑхчипе тет. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2785 | Тимӗре хӗрӳ вӑхӑтра тупта. | Вӑхӑт — Талккӑш |
| 2894 | Тинӗс хӗрне лар та — кӗт тинӗс хумханма чарӑнасса. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2895 | Трук хыпатӑн — пырна ларӗ. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3266 | Тунтикон — юрӑ кон тенӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3260 | Тунтикун — Тунахви, ытларикун — Ыртахви, юнкун — Юспике, кӗҫнерникун — Кӗспике, эрнекун — Эрнепи, шӑматкун — Шӑмахви, вырсарникун — Вырсахви. | Ҫӗр — Кун |
| 3261 | Тунтикун — тутар кунӗ, ытларикун — ирҫе кунӗ, юнкун— юнӑрт кунӗ, кӗҫнерникун — калмӑк кунӗ, эрнекун — чӑваш кунӗ, шӑматкун — еврей кунӗ, вырсарникун — вырӑс кунӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3262 | Тунтикун — тутӑх кун, ытларикун — ырхан кун, юнкун — юнлӑ кун, кӗҫнерникун — кӗҫӗн кун, эрнекун — эрлӗ кун, шӑматкун — шӑнӑх кун, вырсарникун — вырхан кун. | Ҫӗр — Кун |
| 3263 | Тунтикун укҫа кивҫен памаҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3264 | Тунтикун чуна йывӑр. | Ҫӗр — Кун |
| 3265 | Тунтикун ырӑ кайӑк тӗк пӑрахмасть теҫҫӗ. | Ҫӗр — Кун |
| 3259 | Тунтикунӑн алли йывӑр. | Ҫӗр — Кун |
| 3473 | Халь халӑх хӑй патша та Турӑ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3474 | Халь хӗре те ҫӗр параҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3475 | Халь шӗшкӗ тӗмӗ айӗнче те венчет тӑваҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3476 | Хальхи ачасен хӑйсем ҫураличчен чунӗсем ҫуралаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3479 | Хальхи ҫынсем ҫичӗ ҫултан ҫын пулаҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3477 | Хальхи хӗре тупкӑчӑ кирлӗ мар. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 3478 | Хальхи хӗрсем хӗрелме те пӗлмеҫҫӗ. | Ӗлӗк-авал — Ку чухне |
| 2896 | Хӑвӑрт авсан хурама та хуҫӑлать, хуллен авсан ҫирӗк те авӑнать. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 2897 | Хӑвӑртлӑхран кахал кӑна тӗлӗнет. | Хуллен — Хӑвӑрт |
| 3545 | Хӑмаҫ тӑхӑнакан вутра ҫунӗ, шурӑ тӑхӑнакан райра пулӗ. | Иртни — Пуласси |
| 3113 | Хӗл варринче чӑрӑш тата ешӗлрех. | Ҫу — Хӗл |
| 3114 | Хӗл варринче шыв пӑрланни никама та тӗлӗнтермест. | Ҫу — Хӗл |
| 3115 | Хӗл каҫасси кашкӑршӑн та канас мар. | Ҫу — Хӗл |
| 3116 | Хӗл каҫасси нӳхрепе анса хӑпарасси мар. | Ҫу — Хӗл |
| 3117 | Хӗл каҫасси туртӑша та тутлӑ мар. | Ҫу — Хӗл |
| 3118 | Хӗл каҫиччен хӗр сивӗ. | Ҫу — Хӗл |
| 3119 | Хӗл каҫиччен хӗрӗх хут сивӗтсе хӗрӗх хут ӑшӑтать. | Ҫу — Хӗл |
| 3120 | Хӗл каҫнӑ ыраш улӑм ылтӑна ҫаврӑнать. | Ҫу — Хӗл |
| 3121 | Хӗл кунӗ ҫерҫи сикки тӑршшӗ. | Ҫу — Хӗл |
| 3122 | Хӗл лариччен хӗрӗх кун малтан юр ҫуса ирӗлет. | Ҫу — Хӗл |
| 3123 | Хӗл ларсан какай кунӗ пуҫланать. | Ҫу — Хӗл |
| 3129 | Хӗл мучи — хӗретет, Сив мучи — систерет. | Ҫу — Хӗл |
| 3124 | Хӗл мучи айӑпсӑрах хӗретет. | Ҫу — Хӗл |
| 3125 | Хӗл мучи пит-куҫа писев сӗрет. | Ҫу — Хӗл |
| 3126 | Хӗл мучи сивлек кӑмӑллӑ. | Ҫу — Хӗл |
| 3127 | Хӗл мучи хӗлӗхсӗр ҫынна юратмасть. | Ҫу — Хӗл |
| 3128 | Хӗл мучи Хӗлип мучине те хӗрхенмест. | Ҫу — Хӗл |
| 3130 | Хӗл мучин ик тӑван: хаяр сивӗпӗ ҫил-тӑман. | Ҫу — Хӗл |
| 3131 | Хӗл мучин хӗрӗх тӗрлӗ сивви пур. | Ҫу — Хӗл |